АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сигарет вырăнне канфет

15 июня 2018 г.

Майăн 31-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери пируссăр куна паллă турĕç. Пирус туртни, эрех ĕçнипе тата наркоманипе пĕрле, миллион çыншăн усал йăла пулса тăнă. Туртакансем хушшинче вилекенсен шучĕ пысăклансах пырать.

Районти тĕп библиотекăра ĕçлекен Валентина Боровковăпа Елена Хораськина Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен волонтерсемпе пĕрле "Сигарета пăрах - канфет ил" акци ирттернĕ. Кану паркĕнче "Пурăнас килсен - туртма пăрах" выставка йĕркеленĕ. Аслă классенче вĕренекенсемпе ятарлă калаçу, викторина ирттернĕ. Волонтерсемпе библиотекарьсем пирус сиенĕ çинчен калакан буклетсем валеçнĕ, урамри çынсен сигаречĕсене канфетпа улăштарнă.

Пĕтĕм тĕнчери пируссăр кун сигарет туртакансене хăйсен сиенлĕ йăли çинчен тепĕр хут шухăшласа илме, туртма пăрахма хĕтĕртессе шанас килет.

В.ГОРБУНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика