АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн вăй - пĕрле пулнинче

08 июня 2018 г.

Июнĕн 12-мĕшĕнче - Раççей кунĕ. 1990 çулта РСФСР халăх депутачĕсен съезчĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан деклараци йышăннă. 1992 çултан тытăнса уява июнĕн 12-мĕшĕнче паллă тума йышăннă.

Раççей хăй вăхăтĕнче нумай йывăрлăх тỹснĕ: вăрçăсем, власть улшăнăвĕ. Историе илес пулсан 1812 çулта Аслă вăрçă пулни паллă. Вăл вăхăтрах вырăс çарĕсем паттăрлăхпа палăрнă, Наполеон çарне çĕнтернĕ. II Александр 1861 çулта крепостла правăна пăрахăçлани те Раççейшĕн пĕл-терĕшлĕ пулăм. 1917 çулхи февральти тата октябрьти революцисем те Раççей халăхне тĕрĕсленĕ. Çапах та пирĕн çĕршыв ура çине çирĕп тăрса малалла аталаннă, çĕршывра пулса иртекен экономикăри тата политикăри йывăрлăхсене пă-хмасăр халĕ те аталанать.

Кашни çыншăнах Раççей хăйĕн пĕчĕк Тăван çĕршывĕнчен пуçланать. Çавăнпа та Раççей кунĕ пĕтĕм халăх уявĕ пулнипе пĕрлех кашнин хăйĕн уявĕ те пулса тăрать. Пурте пĕрле эпир - пĕрлĕхлĕ те хăватлă Раççей. Унăн никама пăхăнманлăхĕ вăл - ăна сыхласа хăварассишĕн пуçĕсене хунисен тĕслĕхĕ, несĕлсем çине тăрса ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕ.

Пирĕн вăй - эпир пĕрле пулнинче, пирĕн çитĕнỹ - халăх пĕрлĕхĕнче. Раççей хăйĕн вăйне шанать. Çакă вара пирĕнтен кашнийĕнчен килет.

Раççей кунне халалласа çулсеренех районти библиотекăсенче кĕнекесен куравĕсем, ỹкерчĕксен конкурсĕсем иртеççĕ.

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика