АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Автоçула юсаса çĕнетмеллех

05 июня 2018 г.

Июнĕн 2-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов пулчĕ.

Вĕсем - район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, район администрацийĕн капиталлă строительство тата çурт-йĕр, коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов - Хырхĕрри, Комсомольски, Александровка ял тăрăхĕсенче пулчĕç, вырăнти автомобиль çулĕсене юсассине сỹтсе яврĕç.

Чи çивĕч ыйту - Кĕçĕн Каçалтан Хырхĕрри ял тăрăхне илсе çитерекен çула çине тăрса юсасси. Асăннă çула, Хырхĕрри ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Воробьев пĕлтернĕ тăрăх, 1978 çултанпа тĕпрен пĕрре те юсаман, яланах шăтăк-путăксене "сапласа" тухнипе çырлахнă. Çавăнпа та Кĕçĕн Каçал тата Хырхĕрри ялĕсем хушшинчи çула çитес вăхăтра тĕпрен юсаса çĕнетессе шанаççĕ. Владимир Иванов министр асăннă çул çав тери юхăнса пĕтнине, шăтăк-путăксем питĕ пысăк пулнине вырăна çитсе хăй куçĕпе хăй курчĕ. Автоçула тĕпрен юсас ыйтăва пăхса тухса, çитес вăхăтра хурав пама шантарчĕ.

Александровка ял тăрăхĕнче пурăнакансем тата Луцки чиркĕвне çỹрекенсем чиркỹрен инçех мар автобуссене чарăнма чылайранпа ятарлă павильон туса пама ыйтаççĕ. Ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе вĕсем пĕрре кăна мар çырупа тухнă, пухусенче те ăна хускатнă. Çак ыйтăва çитес вăхăтра татса памаллах.

Автобусем чарăнакан вырăн чиркĕве çỹрекенсемшĕн çав тери кирлĕ. Чарăну çукран ватăсен чылай чухне çуран утма тивет.

Вырăна тухса сỹтсе явнă ыйтусем çитес вăхăтра пурнăçланасса шанатпăрах.

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика