АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăрав сасси Ян! янрарĕ

25 мая 2018 г.

Шкулпа сывпуллашнине систерсе кăçал юлашки шăнкăрав районти 11-мĕш класран вĕренсе тухакан 165 яшпа хĕршĕн, 9-мĕш класс пĕтерекен 279 шкул ачишĕн янăрарĕ.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчен кăçал 11-мĕш класран 24 ача вĕренсе тухать. Вĕсене халалланă уяв питĕ савăнăçлă та ырă кăмăллă, çав вăхăтрах пăлхануллă иртрĕ.

Чи малтанах ачасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков, шкул директорĕ Георгий Перьев ăшшăн саламларĕç, чи маттур та пултаруллă вĕренекенсене Хисеп грамотисемпе, Дипломсемпе чысларĕç, тĕрлĕ конкурссемпе мероприятисенче призерсен йышне лекнисене хушаматран палăртса хăварчĕç. Выпускниксем чăннипех те вĕренỹре маттур пулни куç кĕрет.

Шурă саппунсемпе хăюсем, тĕрлĕ тĕслĕ шарсем, илемлĕ чечексем, илĕртỹллĕ йăл кулă, çав хушăрах ашшĕ-амăшĕ тата выпускниксем вăрттăн шăлса илекен куççуль, вĕрентекенсен сывпуллашу сăмахĕсем, шкул вальсĕ... Ĕмĕрлĕхех асра юлакан самантсем. Ĕнерхи вĕренекенсем паян пурнăçăн анлă çулĕ çине тухаççĕ. Хыçра - ачалăх, шкул çулĕсем, вулама-çырма вĕренни. Малта - экзаменсене ăнăçлă тытса професси суйласси. Мĕнех, юлашки шăнкăрав янăрарĕ, халĕ районти яшсемпе хĕрсене экзаменсенче ăнăçу сунатпăр!

А. ЕФРЕМОВА.

Комментари

Лариса Макаровна Антонова,

район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ:

- Майăн 24-мĕшĕнче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Выпускниксен патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытма вăхăт та çитет.

ППЭ тĕп тапхăрĕ кăçал майăн 28-мĕшĕнче пуçланать. Çак кун вунпĕрмĕш класс пĕтерекенсем информатикăпа тата географипе экзаменсем тытĕç. Çак предмета суйласа илнисен Канаш хулинчи 1-мĕш шкула каймалла пулĕ. Математикăпа майăн 30-мĕшĕнче - никĕс шайри, июнĕн 1-мĕшĕнче профиль шайри экзаменсем пулĕç. Каласа хăвармалла, математикăпа никĕс шайне кăçалхи 167 выпускник тытать, профиль шайне - 142. Июнĕн 4-мĕшĕнче хими, истори предмечĕсене суйласа илнисем ППЭ Елчĕкре тытаççĕ. Вырăс чĕлхипе пурин те тытмалли экзамен июнĕн 6-мĕшĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче иртет.

Кăçал та, ытти çулсенчи пекех, вунпĕр-мĕшсен юратнă предмечĕ обществознани пулни палăрчĕ. Июнĕн 14-мĕшĕнче унпа 126 выпускник хăйĕн пĕлĕвне кăтартĕ. Июнĕн 18-мĕшĕнче 68 ача биологипе, июнĕн 13-мĕшĕнче 11 вĕренекен ют чĕлхепе сăмахпа каласа, июнĕн 18-мĕшĕнче ют чĕлхепе çырса ППЭ тытаççĕ. Çак предметпа экзамен тытакансен Шупашкарти 43-мĕш, Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулсене çитмелле. Литературăпа - 5 выпускник, физика предмечĕсене кăмăллакансем (69) хăйсен пĕлĕвне июнĕн 20-мĕшĕнче тĕрĕслĕç.

Выпускниксене экзаменсене ăнăçлă тытма сунатăп! 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика