АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемпе пурлăх хуçи

25 мая 2018 г.

Кĕнеке пирĕн пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илсе 1995 çултанпа Пĕтĕм Раççейри библиотека кунне паллă тăватпăр.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре - 511 вулавăш, районта - 18 библиотека. Районти вулавăшсенче 25 библиотекарь ĕçлет. Патшалăх тата муниципалитет шайĕнчи ăс-пурлăх фондĕнче пурĕ 9561,1 пин экземпляр кĕнеке-журнал упранать.

Çак ĕçре хăйсен профессине чунтан парăннисем вăй хураççĕ. Вĕсенчен пĕри - Йăлмахва ял вулавăшĕнче тăрăшакан Альбина Ефремова.

- Чун валли киленĕç тупни, ыттисене илемлĕх, культура, кĕнеке патне туртăнма пулăшни ĕçлеме хавхалантарать, - терĕ Альбина Георгиевна.

Вăл çулленех ял, район, республика шайĕпе мĕн чухлĕ мероприяти ирттермест пулĕ. Конкурссене, тĕлпулусене шкул ачисене, аслăрах çулхисене явăçтарать. Ĕçне кура хисепĕ пулни вара савăнтарать. 30 çул çак ĕçре тăрăшаканскер хăйĕн ĕçне пилĕк пỹрнене пĕлнĕ пек пĕлет. Ахальтен мар Альбина Ефремова 2015 çулта республикăри конкурса хутшăнса "Чи лайăх библиотека ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ.

Професси уявĕнче те ларса канма вăхăт çук маттур библиотекарĕн. Çак куна халалласа ял çыннисемпе, шкул ачисемпе тĕлпулусем ирттерет, куравсем хатĕрлет.

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика