АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чире вирус пуçарать

25 мая 2018 г.

Ĕне выльăхсен вăраха пыракан инфекци чирĕпе - лейкозпа - ытларах сĕт нумай паракан ĕнесем, сайра хутра лашасем, сурăхсем, сыснасем, килти ытти выльăхсем чирлеме пултараççĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен лейкозĕ экономика тĕлĕшĕнчен пысăк тăкак кỹрекен чир-чĕр йышне кĕрет. Лейкоз - юн чирĕ, халăхра ăна юн ракĕ теççĕ.

Чире вирус пуçарать, вăл юнра пулать. Çавăнпа чиртен сывалма çук. Вăл юна лекрĕ пулсан - ĕмĕрлĕхех. Лейкоз вирусĕ ернĕ выльăхсене аш-какай комбинатне ăсатсан лайăхрах. Лейкозпа чирлĕ выльăхсем тулаш енчен пăхсан ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Выльăх лейкозпа чирленине унăн юнне лабораторире тĕрĕслесе кăна тĕрĕс диагноз лартаççĕ. Пăрусем вируслă сĕте ĕçсе, хăлхине шăтарса номерленĕ чухне, массăллă прививкăсем вăхăтĕнче дезинфекци туман йĕпсемпе усă курсан чирлеме пултараççĕ. Районти ветеринари специалисчĕсем йĕркене çирĕп пăхăнса пĕр хут усă курмалли шприцсемпе çеç ĕçлеççĕ. Пăрусем лейкозлă ĕнен варĕнче выртнă чухне те сиенленеççĕ. Чир вируслă вăкăр урлă та ерме пултарать. Халĕ ял çыннисем те, хуçалăхсем те ĕнесене тата ăратлă çамрăк пушмак пăрусене нумай чух ютран туянаççĕ. Кỹршĕллĕ районсенчен ĕне выльăх илсе киличчен малтан ветеринари свидетельстви, хамăр районтан ветеринари справки ыйтмалла (ăна ветеринари участокĕнчен илмелле). Юлашки вăхăтра хуçасем лейкозпа чирлĕ ĕнисене тепĕр çынна сутнă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ.

Выльăхсене юн илсе тĕрĕслени чир сарăлассинчен сыхланма пулăшать. Вируслисене сыввисемпе пĕр кĕтỹре çỹретсен ыттисем вĕсен каяшĕ урлă та чир ертме пултараççĕ. Çакна манма юрамасть - лейкоз çынна та ерме пултарать. Лейкозпа чирлĕ ĕнен сĕчĕпе 74 градус таран вĕрилентерсен кăна усă курма юрать.

Сывă выльăхсене чирлисенчен тата вируслисенчен уйрăм тытмалла (пăрулаттармалли уйрăмсем расна пулмалла, чирлĕ ĕнесенчен илнĕ пăрусене уйрăм пăхса çитĕнтермелле, ĕне тума хăвармалла мар). Ветеринарипе санитари мероприяти-йĕсене пурнăçланă чухне антисептика правилисене çирĕп пăхăнмалла. Ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, уйрăм çынсен выльăхсене сутнă, ашлăх панă, ушкăна уйăрнă, çарансене илсе тухса вырнаçтарнă тата куçăмлă ытти ĕçсене пурнăçланă чух ветеринари специалисчĕсене пĕлтермелле, асăннă ĕçсене вĕсем ирĕк парсан анчах пурнăçламалла.

Витене пырса кĕнĕ çĕнĕ выльăхсене серологи тата ытти енĕпе тĕпчесе тăма тата ĕçлесе хатĕрлеме 30 кун карантинра усрамаллине те асра тытасчĕ. Лейкоз чирне сарăлма парас марччĕ.

Мăйракаллă шултра выльăхсем лейкозпа чирлени - паянхи кун чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Чăваш Республикин ял хуçалăхне аталантармалли программăпа килĕшỹллĕн 2020 çулччен Чăваш Ен çак чиртен таса пулмалла. Анчах та паян пирĕн районта мăйракаллă шултра выльăхсем чирлипе "Заря" тата "Пайгас" ял хуçалăх кооперативĕсем суса илекен сĕте сутма чару пуррипе хуçалăхсенчи сăвакан ĕнесене аш-какай комбиначĕсене ăсатнă. Çак чир паллисем уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче те тĕл пулкалаççĕ.

А.ВАСИЛЬЕВ,

районти ветеринари службин начальникĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика