АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченĕ Акатуйра савăнать

22 мая 2018 г.

Июнĕн 11-мĕшĕнче районта ĕçпе юрă, спорт уявĕ - Акатуй - иртет. Ăна кăçал район центрĕнче мар, вăрман хĕрринче ирттерме палăртнă. Уяв юрă-ташăпа, спорт тата тĕрлĕ мероприятисемпе пуян пулмалла. Кун пирки майăн 21-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче йĕркеленĕ канашлура сỹтсе яврĕç.

Акатуй вăрман хĕрринчи лапамра çав тери савăнăçлă та асра юлмалла иртмелле. Çакăнтах пысăк сцена вырнаçтараççĕ, суту-илỹ тăвакансемпе тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлекенсем, ача-пăча валли уйрăм вырăн уйăраççĕ. Спорта кăмăллакансем тĕрлĕ вăйăсенче тупăшма пултараççĕ. Волейболла выляса, ирĕклĕ майпа кĕрешсе, канат туртса, дартсра тата ытти вăйăсенче тупăшма май пулĕ.

Паянхи куна йĕркелỹ комитечĕ пур ыйтăва та татса парас енĕпе ĕçлет. Вăрман хĕрринчи уçланкăна тирпейлесе тасатмалла, çавна май çак кунсенче унта субботниксем ирттересшĕн. Уяв концерт-не чи лайăх юрă-ташăсене кĕртмелле.

- Тĕллев - уява килекенсен канăвне усăллă та асра юлмалла ирттересси. Акатуй - ака вĕçленнĕ хыççăн пурте пĕрле пухăнса савăнмалли уяв. Апла пулсассăн июнĕн 11-мĕшĕччен çурхи ака ĕçĕсене вĕçлесчĕ те кăмăл туличчен савăнасчĕ.

А.АНТОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика