АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

22 мая 2018 г.

Çурхи ăшă та уяр кунсемпе туллин усă курса районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем, колхозсем çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ, сăмахран, "Искра", "Урожай" колхозсем, "Дружба", "Рассвет", "Труд", "Слава", "Асаново", "Алга" ЯХПК-сем, "Восход", "Сюрбеево" ООО-сем, "Родина", Атласкинăн, Самаринăн, Васильевăн, "Золотой колос", "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕсем çурхи культурăсене акса пĕтернĕ, ытти ĕçе пуçăннă. Кăçал районĕпе пĕтĕмĕшле çурхи культурăсене 12295 гектар çинче акма палăртнă пулсассăн, майăн 21-мĕшĕ тĕлне çак ĕçе 10944 гектар çинче пурнăçланă.

- Хуçалăхсем çĕрулми лартма тухнă. Хальлĕхе "иккĕмĕш çăкăра" 713 гектар лартма ĕлкĕрнĕ. Ку енĕпе уйрăмах "Комсомольские овощи" ООО тухăçлă ĕçлет. Вĕсем 140 гектар çинче ĕçе пурнăçланă. Çавăн пекех "Слава картофелю" агрофирма 200 гектар, "Дружба" ЯХПК, Самаринăн фермер хуçалăхĕ, "Урожай" колхоз 65-шер гектар çĕрулми лартнă. Атласкинăн фермер хуçалăхĕ выльăх апачĕ хатĕрлеме 30 гектар, "Искра" колхоз 80 гектар куккурус, "Сюрбеево" ООО 50 гектар сахăр кăшманĕ акнă. Кĕркунне пысăк тухăçпа савăнасси çуркунне мĕнле ĕçленинчен килет. Апла пулсассăн ĕçсене тĕплĕ пурнăçламалла, - пĕлтерчĕ ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Шамиль Зейнутдинов.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика