АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк армеецсем ăмăртрĕç

18 мая 2018 г.

Чăваш халăхĕ хăйĕн ывăл-хĕрне пĕчĕклех кăмăл-сипет, сывă пурнăç йĕрки тата сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕрĕс воспитани парас тесе тăрăшнă. Хальхи вăхăтра та çак ырă йăла-йĕрке çухалман, вăл çулсерен ỹснĕçем ỹссе, аталанса пырать. Шкулсем те ку енĕпе питĕ нумай ĕçлеççĕ. Республикăри, çавăн пекех районти вĕренỹ учрежденийĕсенче тахçанах çамрăк армеецсен юхăмĕсене йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - ачасенчен çĕршыв патриочĕ, чăн-чăн çын вĕрентсе ỹстересси, çавăн пекех салтакра кирлĕ хăнăхусене алла илме пулăшасси, вĕсене хăйсем тĕллĕн парăнтарма хăнăхтарасси тата пултарулăхне аталантарасси.

Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Комсомольски вăрманĕ çывăхĕнче те палаткăсен хули ỹссе ларчĕ. Кунта çамрăк армеецсен "Зарницăпа" "Орленок" вăййисен тупăшăвĕ 50-мĕш хут иртрĕ. Унта районти тĕп тата вăтам шкулсенче пĕлỹ пухакан хастар яшсемпе хĕрсем хутшăнса хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне тĕрĕслерĕç.

Вăрман хĕрринчи уçланкăра спорт вăййисенче малти вырăна çĕнсе илессишĕн тупăшнă яш-кĕрĕм çине пăхма та кăмăллă. Çар тумĕ тăхăннăскерсем, тĕрлĕ конкурссем витĕр тухса ывăннă пулин те, яланхиллех чипер те патвар. Конкурссем тенĕрен, çамрăк армеецсем çак виçĕ кунра мĕнле спорт вăййине кăна выляман-ши? Пулас çĕршыв хỹтĕлевçин чăн малтанах стройпа утма пĕлмелле. Винтовкăна алла тытасси те вĕсемшĕн ют мар. Çавна май çамрăк армеецсем винтовкăна хăвăрт пухса, шывра ишсе ăмăртнă. "Зарницăпа" "Орленок" вăййисем вăхăтĕнче яшсемпе хĕрсем крос та чупнă. Çавăн пекех вĕсен теорипе практика конкурсĕсене те хутшăнма тивнĕ.

- Çутçанталăк та çак кунсенче пирĕн майлă пулчĕ: çумăр çуса йăлăхтармарĕ, сивĕ пулмарĕ. Йĕри-тавра - ытарайми илем, тĕнче вăраннă тапхăр. Çавăн пекех çак виçĕ кунра çĕнĕ тус-юлташсем тупрăмăр. Кунта ирттернĕ тапхăр пирĕн асăмăрта чылайлăха юлĕ, - ăшшăн йăл кулса калаçрĕç шкул ачисем.

Вĕренекенсем, чăннипех те, пурте питĕ маттур, ăста та пултаруллă. Виçĕ куна пынă ăмăртура ачасем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартрĕç. "Орленок" ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Хирти Мăнтăр тата Урмаел вăтам шкулĕсен командисем тивĕçрĕç. "Зарница" вăййинче пĕрремĕш вырăна Чĕчкен тĕп шкулĕн команди алăран вĕçертмерĕ. Александровка, Хирти Явăш тĕп шкулĕсен командисем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Вĕсене пурне те медальсемпе Хисеп грамотисем, асăнмалăх парнесем парса чысларĕç. Çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ командăсен вара район чыс-сумне республика шайĕнче хỹтĕлеме тивĕ.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика