АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

18 мая 2018 г.

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче тăрăшакансем çурхи ака ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ.

Майăн 17-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакансем пĕр çул ỹсекен курăксене 536 гектар, пахча çимĕçе 27 гектар акнă, 477 гектар çĕрулми лартнă. Ку вăл палăртнин - 45,4 проценчĕ. Çĕрулми уйĕнче "Слава картофелю" (150 гектар), "Комсомольские овощи" (140 гектар) агрофирмăсем, "Дружба" (65 гектар), "Рассвет" (32 гектар) ЯХПКсемпе Самаринăн хресчен-фермер хуçалăхĕ (45 гектар) аван ĕçлеççĕ. Ыттисен те пĕр тăхтаса тăмасăрах "иккĕмĕш çăкăра" лартма тытăнмалла.

Районти 8 хуçалăх - "Искра" колхоз, "Слава", "Рассвет", "Золотой колос", "Алга" ЯХПКсем, "Родина" тата Атласкинпа Васильевăн фермер хуçалăхĕсем - пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ. Çак ĕçе 9202 гектар (75 процент) çинче пурнăçланă. Ытти хуçалăхсем те часах çурхи ака ĕçĕсене вĕçлĕç. Маттур ĕçлекенсен йышĕнче - "Урожай" колхоз, "Дружба", "Восток", "Труд" ЯХПКсем тата Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕ.

Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ 70 гектар хĕвелçаврăнăш акнă. Унпа пĕрлех районта куккурус акас ĕç те пырать. Çак ĕçе "Искра" колхозра 110 гектар çинче пурнăçланă, Атласкинăн фермер хуçалăхĕнче те ĕç вĕрет. Районта 250 гектар рапс акнă.

Нумай çул ỹсекен курăксемпе (867 гектар) кĕрхи культурăсене (2417 гектар) апатлантарнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакансем кĕркунне сухаласа хăварнă çĕрсен 16897 гектарне сỹреленĕ, 10740 гектарне культивациленĕ.

Уяр кунсем тăнă чухне тăрăшарах ĕçлесчĕ. Палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçланине нимĕн те çитмест.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,

тĕп агроном.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика