АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ольга Федотова,

18 мая 2018 г.

 

ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ:

- Район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕ апрель уйăхĕнчен пуçласа майăн 14-мĕшĕччен 17 ача çуралнине регистрацилерĕ. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене Савелий, Самир, Степан, Залина, Ильхамия, Мария, Сафина ятсем хунă. Çак тапхăрта çемье çавăракансем те пулнă. 6 мăшăр çемье чăмăртанă пулсан, уйрăлакансен шучĕ 2-пе танлашать. Шел пулин те районта вилекенсем те чылайăн. Апрель уйăхĕнче 32 çын çут тĕнчерен уйрăлнă, майăн 14-мĕшĕ тĕлне ку кăтарту 14-па танлашать. Апрель уйăхĕнче граждан тăрăмĕн патшалăх регистрацийĕн 29 свидетельствине тепĕр хутчен ха-тĕрленĕ. Пурĕ 81 справка панă. Çынсем 13750 тенкĕлĕх патшалăх пошлини тỹленĕ.

Çавăн пекех уйăхсерен акцисем йĕркелетпĕр. Тĕслĕхрен, майăн 15-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалласа, Чăваш Енре, çавăн пекех пирĕн районта та "День без развода" акци ирттертĕмĕр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика