АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХI-мĕш кинофестиваль иртет

18 мая 2018 г.

Çу уйăхĕн 21-25-мĕшĕсенче Шупашкарта халăхсен хушшинчи XI-мĕш кинофестиваль иртет.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев кăçал фестиваль вăхăтĕнче икĕ конкурс йĕркеленнине тата куракансем 24 кино пăхма пултарнине пĕлтернĕ.

Кинофестиваль ирттерме республикăра "Три пингвина", "Синема 5", "Волжский", "Чувашкино", "Сеспель" кинотеатрсем, "Салют", "Химик" культура керменĕсем уçă пулĕç. Кунсăр пуçне Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Канаш, Улатăр хулисенче те кино пăхма пулать. Кинофестиваль программине 40 яхăн режиссер, продюсер, Раççей актерĕсем, кинокритиксем тата ытти профессионалсем хутшăнаççĕ.

Хăнасемпе пресс-конференцисем, мастер-классем, çавра сĕтел мелĕпе уçă калаçусем йĕркелеме плана кĕртнĕ. Чăваш наци вулавăшĕнче актерсем валли уçă кастинг пулĕ, ăна Ирина Лаврентьева йĕркелĕ. Пурин валли те Чăваш Енпе паллашма май паракан ятарлă программа хатĕрленĕ.

Кинофестивале Чăваш Енре йĕркеленĕ май, фестивальри киносене ялсенче, хуласенче, районсенче пурăнакансем курма пултарни паха.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика