АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яшсем çар вĕренĕвĕнче

18 мая 2018 г.

Районти 10-мĕш класра пĕлỹ пухакан арçын ачасене çар вĕренĕвĕнче тĕрĕслесси йăлана кĕнĕ. Акă, майăн 16-мĕшĕнче Комсомольски вăрман уçланкинче çар вĕренĕвĕсем пуçланчĕç.

Çак ятпа яшсене район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Антонова, Елчĕк тата Комсомольски районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов саламларĕç.

Арçын ачасем пилĕк кун хушши хăйсен ăсталăхне кăтартĕç тата конкурссене хутшăнĕç.

- Паллах, арçын вăл, чăн малтан, хỹтĕлевçĕ. Унăн чи пирвайхи тивĕçĕ - çĕршыва хỹтĕлесси. Çавăнпа та сирĕн, яшсен, çарпа çыхăннă япаласене пĕлмеллех, - терĕ Сергей Данилов.

Çар вĕренĕвĕн кураторĕ ачасене программăпа тĕплĕн паллаштарчĕ. Кунта вĕсем хăйсене мĕнле тытни, практика урокĕсемпе теорие епле пĕлни пурте класс журналĕ çине çырăннине асăнчĕ. Апла пулсассăн çар вĕренĕвне тĕплĕн хатĕрленни кирлех.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика