АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сусăрсене ĕçпе тивĕçтереççĕ

15 мая 2018 г.

Тĕрлĕ сăлтава пула сусăрланнă, чирленĕ, инвалид пулса юлнă çынсем хăйсене пурнăçра мĕскĕннĕн туяççĕ. Обществăн тĕллевĕ - йывăр шăпаллă граждансене яланах хавхалантарасси. Патшалăх сусăрсене тĕрлĕ енлĕ пулăшать, ятарлă программăсем те сахал мар пурнăçланаççĕ. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр та сусăр çынсене тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшать.

Çавна май специалистсем сусăрсем хăйсем патне килессе вырăнта кĕтсе лармаççĕ, вĕсем патне хăйсем тухса çỹреççĕ. Професси вĕренĕвĕпе, тĕрлĕ мероприятисен, программăсен планĕпе паллаштараççĕ, профориентаци ыйтăвĕсемпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе яваççĕ.

Районти предприятисемпе организацисен те сусăр çынсене ĕçе илмесĕр тăмалла мар. Вĕсене май пултарнă таран ĕçпе тивĕçтермелле.

Çак категорири граждансене патшалăх паракан тепĕр çăмăллăх - квота. Тĕслĕх вырăнне хамăр районах илер. Майăн 1-мĕ-шĕ тĕлне 24 организаци квота мелĕпе 34 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

Çакна та асăнса хăвармалла, енчен те инвалид ĕçрен каять пулсан, федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, пенси виçине, çынсене пурăнмалли чи пĕчĕк ĕç виçин шайне çитерме, вырăнти Пенси фончĕн уйрăмне кайса социаллă хушма укçа валли заявлени çырмалла. Сăмах май, заявленисене эсир Пĕрлехи портал урлă электронлă майпа те çырма пултаратăр.

Е.ЖУКОВА,

директор.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика