АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çын хисеплĕ

15 мая 2018 г.

Аслă Çĕнтерỹ кунĕ - чи пысăк уявсенчен пĕри. Эпир тĕрлĕ мероприятисем, тĕлпулусем йĕркелениех çакна çирĕплетет. Майăн 9-мĕшĕнче çеç мар, маларах эпир уяв ячĕпе саламлама тытăнатпăр. Пĕр-пĕрне кăна мар. Чи малтанах пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсене, тыл ĕçченĕсене, тăлăх арăмсене тав тума манмалла мар. Çакна асра тытса районти тĕп больница ĕçченĕсем Зоя Николаевна Коновалова тыл ĕçченне Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламларĕç.

Зоя Николаевна 40 çул ытла сывлăх сыхлавĕнче ĕçленĕ. Маттур хĕрарăм Куславкка районĕнче çуралса ỹснĕ пулин те пурнăç çулĕ ăна Комсомольски тăрăхне илсе çитернĕ. Кунтах вăл ĕçе вырнаçнă, çемье çавăрнă, ачаллă пулнă.

- 1945 çулта Шупашкарти фельдшер шкулĕнчен вĕренсе тухрăм. Вăл вăхăтра, вăрçă пынă май, фельдшер шкулне Сĕнтĕрвăрри хулине эвакуациленĕччĕ. Алла аттестат илнĕ хĕре Каçал тăрăхне ĕçлеме ячĕç. Чи малтанах мана эпидемиолог пулăшуçи пулма шанчĕç. Каярах Анат Тимĕрчкасси фельдшер пунктĕнче ĕçлеме сĕнчĕç. 1957 çулта Вăрманхĕрри Чурачăкри фельдшер пунктне ĕçлеме куçрăм. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех унта тăрăшрăм, - каласа парать пурнăçĕпе паллаштарса Зоя Николаевна.

Ялти фельдшер мĕн чухлĕ çынна пулăшу паман пулĕ? Ялта пурăнакансем чи малтан ун патне васкаççĕ-çке. Ача чирленĕ-и, укол тумалла-и, хĕрарăм çуратма аптăранă-и - пурне те тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ панă вăл. Тивĕçлĕ канура чухне те сахал мар сĕнỹ-канаш ыйтнă унран. Зоя Николаевнăна ĕçтешĕсем çеç мар, пĕтĕм ял-йыш хисеплет. Чыс-хисепе вăл ĕçре çĕнсе илнĕ. Ахальтен мар ăна ĕçри тăрăшулăхшăн Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса чысланă.

Ĕçчен çынна - ял савать, - текен каларăш шăпах Зоя Николаевна пирки.

И.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика