АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи ĕçсем вăй илчĕç

11 мая 2018 г.

Уяр çанталăкпа усă курса ака ĕçĕсене пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварас тесе ял çынни хальхи вăхăтра ир пуçласа мĕн каçченех хиртен кĕмест. Районта çурхи ака ĕçĕсем кунран-кун вăйланса, аталанса пыраççĕ.

Майăн 8-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов "Урожай" колхозпа "Рассвет" ЯХПКна çитсе хуçалăхсенчи ĕç-хĕлпе паллашнă.

- Çурхи ака ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Вăрлăх пахалăхлă пулсан анчах тухăç лайăх пулĕ. Çавăнпа та эпир элита тата суперэлита вăрлăх туянма тăрăшрăмăр, - теççĕ опытлă ертỹçĕсем Алексей Ершовпа Михаил Афанасьев.

Паянхи кун тĕлне районти хуçалăхсем хĕрсех нумай çул ỹсекен курăксене апатлантараççĕ. Çак ĕçе вĕсем 817 гектар çинче пурнăçланă пулсан, нумай çул ỹсекен курăксен 5237 гектарне вара сỹреленĕ те.

Ĕçченсем кĕрхи культурăсем пирки те манмаççĕ. Вĕсене апатлантарас ĕç те малаллах пырать. Майăн 10-мĕшĕ тĕлне 1729 гектар çинчи кĕрхи культурăсене апатлантарнă, 1981 гектарне сỹреленĕ.

Çавăн пекех майăн 10-мĕшĕ тĕлне кĕрхи культурăсемпе нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕсем çинче тата кĕрхи çĕртме тунă 6615 гектар çинче нỹрĕк тытса хăварнă, 4299 гектар лаптăка культивациленĕ.

Ял хуçалăх ĕçченĕсем пĕрчĕллĕ культурăсене 3442 гектар çинче акнă. Çак куна чи аван ĕлкерсе пыракан хуçалăхсен йышĕнче - "Слава картофелю" агрофирма (370 гектар), "Дружба" ЯХПК (300 гектар), "Урожай" колхоз (260 гектар), "Слава" ЯХПК (260 гектар), "Рассвет" ЯХПК (236 гектар), "Искра" колхоз (230 гектар). Çавăн пекех пĕр çул ỹсекен курăксене те 60 гектар акнă.

Çĕрулми лартас енĕпе районта "Слава картофелю" агрофирма тата тата "Комсомольские овощи" ООО маттур ĕçлеççĕ. Хуçалăхсенче çак ĕçе пурĕ 196 гектар çинче пурнăçланă. Ял хуçалăх ĕçченĕсен тĕллевĕ - çурхи кашни кунпа тухăçлă усă курасси.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика