АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта ĕçлĕ визитпа - Михаил Игнатьев

08 мая 2018 г.

Районти хуçалăхсем паян ытларах тырă-пулă акассипе тимлеççĕ пулсан, малашлăха пăхакансем ытти ял хуçалăх культурисем пирки те манмаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, "Комсомольские овощи" агрофирмăнах илер. Кунта хальхи вăхăтра кишĕр акаççĕ, çĕрулми лартаççĕ.

Çурхи ака ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашас тĕллевпе иртнĕ эрнере районта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Хасиятулла Идиатуллинпа Александр Осипов, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ĕçченĕсем ертỹçĕпе пĕрле чăн малтан "Комсомольские овощи" ОООна çитсе курчĕç, çĕрулми лартас, кишĕр акас ĕç епле пынипе кăсăкланчĕç.

"Комсомольские овощи" ООО районта малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри шутланать. Хуçалăх пахча çимĕç ỹстерес енĕпе тимлет, сутлăх çĕрулми çитĕнтерет. Сăмах май каласан, агрофирма акмалли-лартмалли лаптăка çулсерен ỹстерсе пырать. Акă, тĕслĕхрен, пĕлтĕр хуçалăх "иккĕмĕш çăкăр" валли 140 гектар уйăрнă пулсан, унăн лаптăкĕ кăçал та улшăнмĕ.

- Çĕрулми лартма майăн 3-мĕшĕнче тухрăмăр, кишĕр майăн 2-мĕшĕнчех акма тытăнтăмăр. Кишĕр тата хĕрлĕ кăшман 20-шер, купăста - 10, çĕрулми 140 гектар çинче çитĕнĕ. Акара Данис Гайзатуллин, Искендер Насыбуллин, Лев Пудовкин, Фарит Купиров трактористсем, Валерий Поляков, Александр Муравьев водительсем ĕçлеççĕ. Çанталăк лайăх тăрсан çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче çĕрулми лартса пĕтеретпĕр. Механизаторсен тракторĕсем çĕнĕ, хăвăрт ĕçлеççĕ, - паллаштарчĕ çурхи ĕçсемпе "Комсомольские овощи" ООО директорĕн çумĕ Марат Камальдинов.

Хальхи вăхăтра хуçалăх ĕçченĕсем 64 гектар çинче çĕрулми, 10 гектар лаптăк çинче пахча çимĕç лартма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хуçалăхра тар тăкакансене палăртнă ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçа кĕртме ырлăх-сывлăх сунчĕ, кĕрхи кун тулăх пулмалла пултăр терĕ.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика