АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуркуннехи уяв ĕçе мухтать

04 мая 2018 г.

Майăн 1-мĕшĕнче çĕршывра пурăнакансем Çуркунне тата Ĕç уявне çав тери анлă паллă турĕç. Кăçал районта пурăнакансемшĕн те уяв çĕкленỹллĕ кăмăлпа иртрĕ. Ытти çулсенче ăна парад йĕркелесех ирттересси йăлара пулман. Район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, организацисемпе предприятисен ĕçченĕсем, профсоюз комитечĕсен представителĕсем, культура ĕçченĕсем, шкул ачисем, ача садне çỹрекенсем, волонтерсем ялавсемпе, шарсемпе пурте пĕрле уяв колоннине тăчĕç. Вĕсем район центрĕн тĕп урамĕпе утса иртрĕç. Кашнин куçĕнче савăнăç хĕлхемĕ пурри сисĕнчĕ.

Уява пухăннисене район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Юрий Тимофеев, Евгений Карпеев ĕç ветеранĕсем саламларĕç. Майăн 1-мĕшĕ чăннипех те Çуркунне тата Ĕç уявĕ пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕç. Çак кун районта пуçласа çурхи ака ĕçĕсене пуçăннă. Уяв кунĕ район çитĕнĕвĕшĕн чылай çул ырми-канми тăрăшакан маттур ĕçченсене - Евгений Карпеева, Маргарита Федоровăна, Юрий Тимофеева Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Вĕсем - юратнă ĕçе чунпа парăннăскерсем.

Районти культура çурчĕн артисчĕсем, ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ культура ĕçченĕсем, "Островок" ташă ушкăнĕ савăк юрăсемпе ташăсем парнелерĕç. Пурте пĕрле пухăнса савăннине, ĕçленине мĕн çиттĕр?

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика