АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр асра юлмалла фестиваль

27 апреля 2018 г.

Апрелĕн 24-26-мĕшĕсенче Урмаел салинче Пĕтĕм тĕрĕк халăхĕсен йăла-йĕрке культурин "Урмай-Залида" фестивалĕ иртрĕ. Ăна кашни çулах пирĕн тăрăхра йĕркелени те ахальтен мар. Эпир хăнасене тарават кĕтсе илме пултарнипе, йăла-йĕркене сума сунипе палăрса тăратпăр. Фестиваль тĕллевĕ - чи пултаруллă коллективсене, артистсене тупса палăртасси, вĕсене аталанма пулăшасси.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕн председателĕ Фэрит Гибатдинов, Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин фестивале уçнă май пултарулăх коллективĕсене ăшшăн саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. "

Урмай-Залида" фестиваль çĕршывĕпех юрра-ташша ăста коллективсене пуçтарма пултарнине районта пурăнакансем, килсе çитнĕ хăнасем пĕрре кăна мар çирĕплетрĕç. Юрри-ташши, кĕвви чуна тыткăнлать. Залра ларакансем республикăран, Мускав хулинчен, Чулхуларан, Ульяновск облаçĕнчен, Мари Эл, Мордва, Удмурт, Пушкăрстан, Тутарстан, Саха Якути республикисенчен, Узбекистанран, Туркменистанран, Киргизинчен, Китайран килсе çитнĕ артистсен пултарулăхне хакларĕç. Вĕсемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç.

Апрелĕн 26-мĕшĕнче фестивале хутшăнакансен пултарулăхне вара жюри членĕсем хак пачĕç, çĕнтерỹçĕсене палăртрĕç. Вĕсем çинчен çитес номерте çырса пĕлтерĕпĕр.

Пĕтĕм халăхсен "Урмай-Залида" фестиваль лауреачĕсен гала-концерчĕ июлĕн 7-мĕшĕнче Шупашкар хулинче иртекен "Сабантуй" уявĕнче пулать.

Г.ГИНАТУЛЛИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика