АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх символĕсенче - халăх пуянлăхĕпе историйĕ

27 апреля 2018 г.

Чăваш Республикин патшалăх символĕсем - герб, ялав тата гимн - чăваш халăхĕн истори тата культура тытăмĕнчи иксĕлми пуянлăхне, республикăра тĕпленнĕ вун-вун халăхăн çирĕп туслăхне ĕненмелле уçса параççĕ. Кăçал Чăваш Енĕн патшалăх символикисене йышăннăранпа 26 çул çитнĕ май, республикăра пурăнакансем валли тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелеççĕ.

Культура, спорт тата ытти пĕлтерĕшлĕ мероприяти умĕн яланах Тăван çĕршывăн, республикăн гимнне янраттараççĕ.

Тĕнчери кашни çĕршывăн хăйĕн гербĕ, ялавĕ, гимнĕ. Патшалăх символĕсем пирки Раççей Конституцийĕнче те каланă. Вĕсене паллă тумалли куна палăртнă. 1992 çулта ЧР Аслă Канашĕн культура ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕ конкурс йĕркелесе унта сĕннĕ вун-вун вариантран Э.Юрьевăн ĕçĕсене - ялавпа герба - тата И.Тукташ сăввипе Г.Лебедев кĕвĕленĕ "Тăван çĕршыв" юрра суйласа илсе патшалăх символĕсем туса хунă. 1997 çулта вĕсене саккунпах çирĕплетнĕ.

Республика гербĕн, гимнĕн, ялавĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Вĕсем - чăваш халăх историйĕн, несĕлĕсен йăли-йĕркин, малашлăха ăнтăлакан çутă ĕмĕтсен палли. Чăваш Енĕн ялавĕ, гербĕ, гимнĕ - пĕр тăрăхра пурăнакан çынсене пĕтĕçтерекен символсем. Вĕсенче ĕмĕрсене çыхăнтарса тăракан чăваш наци колоричĕ туллин палăрать. Чăваш Республикин ялавĕ тесен кашнин умĕнчех çутă сарăпа йĕпкĕн хĕрлĕ тĕслĕ вĕлтĕртетекен пысăках мар "тăваткал" сăнарланать. Çак тĕссене суйласа илни ахальтен мар. Сарă - хĕвел, çĕр çинчи пур чĕрĕ чуна та, ỹсен-тăрана та пурнăç парнелекен тĕс. Геральдика тĕлĕшĕнчен тишкерсен вăл пуянлăха, тĕрĕслĕхе, ĕненĕве, вăй-хала пĕлтерет. Йĕпкĕн хĕрлĕ тĕс - чăваш халăх эрешĕнче чи анлă сарăлнă тĕссенчен пĕри, вăй-хăвата, хастарлăха сăнарлать. Ялаври сарă пай хĕвел айĕнчи анлăша, йĕпкĕн хĕрли вара чăваш çĕрне ăнлантарать. Варринче авалхи чăвашсен эмблемисенчен, "Пурнăç йывăççинчен" тата "Виçĕ хĕвелтен" тăракан композици вырнаçнă. Унти 8 кĕтеслĕ çăлтăр хитрелĕхе пĕлтерет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика