АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартаççĕ

27 апреля 2018 г.

Кăçал Раççей пушар хуралне йĕркелесе янăранпа 369 çул çитрĕ, çавна май эпир "Каçал ен" хаçата юратса вулакансене районти 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасшăн. Пушарнăй профессийĕ, чи йывăррисенчен пĕри, вăл çирĕп кăмăллă, хăрушлăхра çухалса кайман çын валли. Вут-çулăма алхасма памасăр ăна хăвăрт сỹнтересси - вĕсен тĕп тивĕçĕ.

Çакăн евĕр хастар кĕрешỹçĕсем Комсомольскинче те пур. Унти 20 ĕçчен хамăр тăрăхра вут-кăвар ан тухтăр тесе ырми-канми тăрăшать. Вĕсем яланах хăюлăхпа паттăрлăх кăтартаççĕ, пушарта çынсен пурлăхне çеç мар, пурнăçне те çăлаççĕ.

- Пушарнăйсем, вут тухни çинчен чаçе шăнкăравласа çитерсенех, инкек тухнă вырăна кĕске вăхăтра пуçтарăнса çитеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Николай Лупов, Александр Самарин, Анатолий Тихонов, Герман Крылов, Сергей Краснов, Юрий Иванов, Александр Прохоров, Алексей Ефремов, Вячеслав Курицын ĕçченсем "хĕрлĕ автана" хирĕç пур самантра та кĕрешме хатĕр. Транспорт пирки калас пулсан, кирек мĕнле япала та хăйне пăхнине юратать, пушар машини вара пушшех те. Техника юсавсăр пулсан унпа нимĕн те тăваймăн... Водительсем вĕсене тĕрĕслесех тăраççĕ, юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Пирĕн чаçри автомашинăсем яланах юсавлă, шыв енĕпе кунта нихăçан та чăрмав çук. Çавăнпа та пушар хуралĕнче тăрăшакан водительсене пурне те хăйсене шаннă тивĕçсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланишĕн тав тăватăп, - терĕ районти 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Сергей Алексеев.

Караулта тăватă çын, Александр Антонов, Андрей Прохоров, Иван Порфирьев тата Андрей Жуков, тăраççĕ. Ĕçченсем пирки епле ырă сăмахпа асăнмăн?! Вĕсем те, ыттисем пекех, хăйсен ĕçĕсене пĕлсе тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ, çулăмпа кĕрешме чăн малтан тытăнаççĕ. Николай Мамуткин, Сергей Жуков, Андрей Жирнов, Александр Шумилкин - пушар сỹнтерекенсем. Асăннă уйрăмăн командирĕ - Михаил Дряблов. Начальник çумĕ Сергей Данилов та хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Пушар чаçĕнче тăрăшакан ĕçченсем республика шайĕнчи пушар спорчĕ енĕпе ирттерекен ăмăртусене хутшăнса унта çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ туни, малти вырăнсем çĕнсе илсе призер тата çĕнтерỹçĕ ятсене тивĕçни - районти пушарнăйсен ăсталăхне тепĕр хут çирĕплетекен пулăм.

Пушар чаçĕнче тăрăшакансем ветерансемпе - Виталий Мамуткинпа, Владимир Павловпа, Владислав Тихоновпа, Вячеслав Мамуткинпа, Иван Тихоновпа - тачă çыхăну тытаççĕ. Вĕсем кирек епле ыйтупа пĕр-пĕрне пулăшма яланах хатĕр.

- Районта пушар ан тухтăрччĕ тесе сахал мар ĕçлетпĕр, çынсемпе тĕрлĕрен профилактика калаçăвĕсем ирттеретпĕр. Вут-çулăм ытларах халăх асăрханусăр пулнипе тухать. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул районта 26 хутчен пушар тухнă, унта пин-пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ. Çакна та палăртмалла, пушарсем пурте харпăрхăй хуçалăхĕсенче тухнă. Шел пулин те, вут-çулăмра çын пурнăçĕ татăлни те пулнă. Пĕлтĕр икĕ çын вилнĕ. Çавăнпа та, тимлĕрех пуласчĕ, - терĕ калаçăва тăсса Сергей Алексеевич.

Унсăр пуçне ял тăрăхĕсем пирки те манмалла мар. Тĕслĕхрен, "Урожай" колхозра, "Труд", "Рассвет", "Алга", "Дружба", "Восток", "Асаново" хуçалăхсемпе Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнче тата Нĕркеç ялĕнче ирĕклĕ пушар хуралĕнче тăракансем те хăйсене шанса панă техникăна юсавлă тытаççĕ, вут-çулăм тухсассăнах синкерлĕ вырăна чăн малтан çитсе "хĕрлĕ автанпа" кĕрешме тытăнаççĕ.

- Пушар хуралĕн ĕçĕнче татса памалли çивĕч ыйту чылай. Эпир йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма тăрăшатпăр. Вĕсенчен пĕри - кадрсем çитменни. Çирĕп кăмăллă, сывлăхлă, йывăрлăхран хăраман çынсене хамăр йыша илме хавас, - терĕç пушар чаçĕнче тăрăшакансем.

- Районти 31-мĕш чаçĕн тата ытти таврари ялсенчи пушар хуралĕн ĕçченĕсене, ветерансене пурне те професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Пурнăçра ăнăçу, çăмăл мар ĕçĕрте малашне те хальхи пекех тăрăшма хурçă пек çирĕп сывлăх, ăнăçупа кăмăл çирĕплĕхĕ тата тулли телей сунатăп. Çемьере яланах килĕшỹпе ăнлану, юрату хуçаланччăр, - терĕ уяв ячĕпе ĕçтешĕсене ăшшăн саламласа Сергей Алексеев.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика