АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канма путевка парнелеççĕ

20 апреля 2018 г.

Халăхсем хушшинчи "Артек" ача-пăча центрĕ тата Раççей почти пĕрле ача-пăча валли пултарулăх конкурсĕсем йĕркелессине пĕлтерет. Çĕнтерỹçĕсене "Артекра" канма путевкăсем парнелесе хавхалантараççĕ.

Конкурса 11-17 çулсенчи ачасем хутшăнма пултараççĕ. Асăннă пултарулăх конкурсĕсемпе тĕплĕнрех паллашар-ха.

"Апрелĕн 16-мĕшĕнчен июнĕн 18-мĕшĕччен "Почта, эпĕ Артека кайса курасшăн" çыру-хайлав конкурсне алă вĕççĕн çырнă пултарулăх ĕçĕсене йышăнаççĕ. Вĕсене почтăпа ярса памалла. Адрес: 131000, Мускав хули, Варшавское шоссе урамĕ, 37-мĕш çурт, "Почта России" ФГУП. Конверт çине "Почта, я хочу в Артек" конкурса тесе палăртма манмалла мар.

"ПостОпочте" конкурса пултарулăх ĕçĕсене виçĕ номинаципе йышăнаççĕ. Ĕçсене конкурса хутшăнаканăн уçă профильте тата уçă социаллă сетьсенче - Вконтакте, Facеbook, Twitter, Instagram, Youtube - вырнаçтармалла. Унта #постопочте хештег пулмалла.

"О почте с любовью" номинацире текст çырса хатĕрленĕ ĕçсене тишкереççĕ. Кунта конкурсантăн почта пурнăçра епле вырăн йышăннине, унăн продукцийĕсемпе пулăшăвĕсем пирки каласа памалла, ĕçченсемпе те паллаштармалла.

"POSTep" номинацире иллюстрациллĕ ĕçсене пăхса тухаççĕ. Кунта Почта ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан плакатсем хатĕрлемелле. Вĕсем реклама е декораци майлă та пулма пултараççĕ.

"ПочтоВидение" номинаци валли видео ỹкерсе хатĕрлемелле. Конкурса хутшăнаканăн почта темипе юрă шăрантармалла.

"Пĕр почта - пĕр çĕршыв" ("Одна почта - одна страна") конкурса Почта Раççей пурнăçĕнче епле вырăн йышăннине çутатакан фотоĕçсене йышăнаççĕ. Конкурсантăн ĕçсене уçă профильте тата уçă социаллă сетьсенче - Вконтакте, Facеbook, Twitter, Instagram, Youtube - вырнаçтармалла. Унта #однапочтаоднастрана! хештег пулмалла.

Конкурс çĕнтерỹçисем Раççей почтин "Кăвак тĕслĕ алăк" чи пысăк çĕнĕ про-ектне хутшăнаççĕ. Шăпах "Артек" ача-пăча центрĕнчи 9 лагерьте пурăнакан ачасемпе çыру çỹретме ача-пăча почтине йĕркелеççĕ.

- "Артекпа" Раççей почтин çыхăнăвĕ çулран-çул çирĕпленсе пырать. Çамрăк артековецсемшĕн почта теми çав тери çывăх. Çавăнпа та Раççей почтин çĕнĕ проекчĕ, тĕнчери ача-пăчан пĕрремĕш почтине йĕркелени, тухăçĕпе савăнтаратех, ачасене хавхалантартех. Вăл çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхене ытларах юратма, историе, культурăна упраса хăварма пулăшĕ, - палăртать халăхсем хушшинчи "Артек" ача-пăча центрĕн директорĕ Алексей Каспржак.

Информаципе тĕплĕнрех "Артек" ача-пăча центрĕн www.artek.org сайтĕнче паллашма пулать.

А.ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика