АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсемпе куçа-куçăн

20 апреля 2018 г.

Апрелĕн 19-мĕшĕнче районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ.

Информаци кунĕн йĕркинче палăртнă тĕп ыйтусене ĕç коллективĕсемпе пĕрле сỹтсе явма, ялта пурăнакансен харпăр хăй ыйтăвĕсене татса пама района Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов килсе çитнĕ. Информушкăн Шурут ял тăрăхĕнчи "Урожай" колхоз ĕçченĕсемпе курнăçнă, калаçусем ирттернĕ. Тĕлпулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Вячеслав Никифоров хутшăннă.

Ĕç коллективĕпе тĕл пулнă май информаци кунĕнче сỹтсе явма палăртнă ыйтусене хускатнă. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен умра хĕрỹ вăхăт - çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласси. Унпа пĕрлех вĕсем экологи субботникĕсем те ирттерме ĕлкĕрнĕ. Йывăç кунĕн çурхи тапхăрне те хутшăнмалла. Кунсăр пуçне ялсене, çулсемпе çул хĕррисене, масарсене тирпей-илем кĕртес ĕçе те пурнăçламалла. Часах Аслă Çĕнтерỹ кунĕ çитет, мероприятисен планне палăртмалла. Çавăн пекех информаци ушкăнĕн членĕсем "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх марафонне кашни çын тỹпе хывма тивĕç пулнине те аса илтернĕ.

Ял çыннин ыйту нумай. Шăпах информаци кунĕнче вĕсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене сỹтсе явма, вĕсене влаç органĕсем патне çитерме пултараççĕ.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика