АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тепĕр call-центр уçасшăн

17 апреля 2018 г.

Шупашкарта çывăх вăхăтрах темиçе пин çынна ĕçпе тивĕçтермелли майсем çуралас шанăç пур. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ĕç тăвакан органсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе ирттернĕ планеркăра Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, "Открытие" банк call-центр уçасшăн, ăна Шупашкарта вырнаçтарасшăн. Аса илтерни вырăнлă, унччен Михаил Задорнов ертсе пынă ВТБ24 банк кунта хăйĕн çавнашкал центрне йĕркеленĕччĕ, пин çурă патнелле ĕç вырăнĕ йĕркеленĕччĕ. Халь Задорнов шăпах "Открытие" банка куçнă, ку call-центр тата пысăкрах пулмалла. Лаптăкĕ 8 пин тăваткал метртан кая мар çурт кирлĕ. Михаил Игнатьев çак ыйтупа çине тăрсах ĕçлеме хушнă. Банк вăтам ĕç укçине те самай пысăк тума хатĕррине шута илсен çак майсене пушшех вĕçертме юрамасть.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика