АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăхăнсан кăна канлĕ пулан

13 апреля 2018 г.

"Юратнă ĕç - чун канăçĕ", - теççĕ халăхра. Паллах, ĕçре телейлĕ пуласси тĕрлĕ лару-тăруран килет. Чылайăшĕ хăй валли хăй ĕç вырăнĕ йĕркелет, иккĕмĕшĕсем вара ыттисене те ĕçлĕ пулма пулăшаççĕ. Кун пек чухне ĕç паракансен Раççей Федерацийĕн Ĕç Кодексĕн йĕркисене пăхăнмалла. Çĕнĕ ĕç вырăнне чи малтанах, паллах, регистрацилемелле, ĕçченсемпе ĕç килĕшĕвĕ çырма та манмалла мар.

Апрелĕн 11-мĕшĕнче çула тухнă комисси вырăнти уйрăм предпринимательсем епле ĕçленипе, Раççей саккунĕсене мĕнле пăхăннипе кăсăкланчĕ. Çак кун райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лилия Гинатуллина, районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Екатерина Жукова, налук инспекцийĕн аслă инспекторĕ Андрей Можаев район центрĕнче вырнаçнă суту-илỹ вырăнĕсене çитрĕç, предпринимательсемпе тата сутуçăсемпе тĕл пулчĕç. Тĕрĕслев вăхăтĕнче комисси саккуна пăснă тăватă тĕслĕхе тупса палăртрĕ. Пурте вĕсем ĕç килĕшĕвĕ çырманнипе çыхăннă. Материалсен копийĕсене Чăваш Республикин Патшалăх ĕç инспекцийĕпе Комсомольски район прокуратурине ярса панă. Унсăр пуçне комисси членĕсем регистрацилемесĕр ĕçлекен икĕ çынна тупса палăртнă. Çавăн пекех предпринимательсем те налук инспекторне хăйсене кăсăклантаракан тĕрлĕ ыйту пачĕç.

- Çакăн евĕр рейдсене çитес вăхăтра татах та йĕркелĕпĕр, шалăва "сăрă" тĕс çапни çыннăн пурнăçне чылай çĕрте ура хурать. Ытларах чухне çак пулăм пенсие тухма кирлĕ хутсене пухнă чухне палăрать. Кайран кăмăл хуçăлмалла ан пултăр тесен саккуна пăхăнмалла, налукне те вăхăтрах тỹлемелле, - терĕ Андрей Можаев инспектор.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика