АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 57 çул каялла тĕнче уçлăхне вĕçнĕ

13 апреля 2018 г.

1961 çулхи апрелĕн 12-мĕ-шĕнче пĕтĕм планета çыннисем СССР летчикĕн - пĕрремĕш космонавтăн Юрий Гагаринăн паттăрлăхĕпе тĕлĕнсе хавхаланнă. Космоса пĕрремĕш вĕçев пурнăçланăранпа кăçал 57 çул çитрĕ.

Республикăра пурăнакансем те Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлĕпе, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн ятне тивĕçнĕ, космонавтсен "Гагарин отрячĕн" пĕрремĕш членĕпе Андриян Николаевпа хавхаланаççĕ. Вăл космоса икĕ хут вĕçнĕ. Вĕçев вăрахлăхĕпе тата инçĕшĕпе тимиçе хут тĕнче рекорчĕ тунă-скерĕн ячĕ космос историне ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă.

Космонавтика кунĕнче районти вĕренỹ учрежденийĕсенче, вулавăшсенче мероприятисем иртнĕ. Ачасем унта хастар хутшăннă. Унпа пĕрлех вĕсем асăннă темăна çутатса тĕпчев тата наука ĕçĕсем пурнăçлаççĕ, регионсен тата Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнаççĕ. Çамрăксем мухтавлă çынсен ĕçне малалла тăсса, этемлĕх ырăлăхĕшĕн тăрăшса тĕнче уçлăхне тĕпчес ĕçе пысăк тỹпе хывасса шанатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика