АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Типĕ курăка çунтарма ан васкăр!

10 апреля 2018 г.

Çуркунне çитнĕ май çынсем типĕ курăкпа ăпăр-тапăртан хăтăлас тĕллевпе вĕсене çунтарма тытăнаççĕ.

Çак ĕçе ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ е саппас çĕрсем çинче ятарлă хушусене пăхăнса пурнăçламалла, тимсĕрлĕхе пула ăнсăртран инкек курмалла ан пултăр. Уçă çулăмпа хуралтăсемпе сооруженисен хушши 50 метртан кая пулмалла мар, çулçăллă йывăçсемпе вăрманран 30 метр пулсан, лăсăллă вăрманран вара - 100 метр таранах. Çулăма сỹнтерме кирлĕ хатĕрсем те алă айĕнчех пулччăр. Торфлă çĕрте, çиллĕ çанталăкра вут тивертме юрамасть. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнисене админи-стративлă тата уголовлă явап тыттараççĕ. Вăрман çывăхĕнчи çĕрсемпе усă куракан граждансен, учрежденисен, предпринимательсен, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермерсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата ытти организацисен юр кайса пĕтсен мĕн хĕл ларичченех хăйсен территорине типĕ курăкран, çỹп-çапран тата çунакан материалсенчен тасатсах тăмалла. Çак ĕçе вăрман хĕрринчен сахалтан та 10 метр сарлакăш полоса çинче пурнăçламалла.

Хисеплĕ вулакансем!

Сире вăрманти пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма ыйтатпăр. Уйри типĕ курăка çунтарма кирлĕ мар, йывăç-тĕм çывăхĕнчи курăка та вут ан тивертĕр.

Енчен те вут чĕртрĕр пулсан çакна асра тытăр - çулăм явса илнĕ курăка тимлĕхсĕр ан хăварăр! Чылай чухне типĕ курăк çине пăрахнă пирус тĕпĕ вут-çулăм алхаснин тĕп сăлтавĕ пулса тăрать. Вăрмана кайсан хăй тĕллĕн тивсе кайма пултаракан материалсене, кантăк савăт-сапана пăрахса хăварма кирлĕ мар. Енчен те пушар тухнине асăрхарăр пулсан ун пирки вăрман хуçалăхĕн, пушар асăрхавĕн тата полици ĕçченĕсене пĕлтерĕр.

Д.КУЗЬМИН,

районти пушар асăрхавĕн патшалăх инспекторĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика