АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортсменсем малти вырăнта

27 марта 2018 г.

Иртнĕ вырсарникун Канаш хулинче ветерансем хушшинче йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ.

Асăннă ăмăртăва районти хастар спортсменсем те хутшăннă. Хырхĕрринче пурăнакан Николай Ятманов хăйĕн ỹсĕмĕнчисем хушшинче (66-70 çулхисем) финиша чи малтан çитнĕ. Çак ỹсĕмрех хĕрарăмсем хушшинче Тамара Краснова палăрнă. Валерий Матвеев 56-60 çулхисенчен финиша пĕрремĕш çитнĕ. Иван Симендеев 31-36 çулхисем хушшинче виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Зуфар Тимаев, Вячеслав Лаврушкин, Алексей Самаркин, Федор Ефимов та ăмăртăва хутшăннă. Йĕлтĕр спортне кăмăллакансем республикăри ăмăртусенчен пĕрре те айккине юлмаççĕ. Палăртса хăвармалла, вĕсем унта хăйсен пуçарăвĕпе хутшăнаççĕ, ăсталăхне ỹстерес тесе ыттисемпе тупăшаççĕ.

- Ăмăртусенче çĕнтерме кунсерен йĕлтĕр çине тăрса чупни, сывлăха çирĕплетни пулăшать. Акă, çитес вăхăтра Улатăр, Çĕрпỹ районĕсенче ăмăртусем иртмелле. Унта та хутшăнасшăн эпир, - пĕлтерчĕ Николай Ятманов.

А.АНТОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика