АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пур пĕрле, çук – çурмалла, пирĕн пĕрле пулмалла

00:00 29 марта 2010 г.

Пур пĕрле, çук – çурмалла, пирĕн пĕрле пулмалла

Мартăн 27-мĕшĕнче «Кĕтне» ентешлĕх кунне Шупашкар хулинчи Я.Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче йĕркелерĕç. Комсомольскисем пурнăç таппинчен юлма шутламаççĕ, çавăнпах кăçалхи праçнике Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине тата Вĕрентекен çулталăкне халалларĕç.

Район пуçлăхĕ Геннадий Волков, «Кĕтне» ентешлĕхĕн малтанхи тата хальхи председателĕсем Валери Туркайпа Александр Капитонов уçрĕç уява, пуçтарăннисене лайăх канма, вăхăта усăллă ирттерме сунчĕç. Геннадий Федорович хулара пурăнакансене районăн ĕç-хĕлĕ, юлашки çулсенчи çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пачĕ, çитес вăхăтра тума палăртнă ĕçсем пирки те чарăнса тăчĕ.

«Каçалсен ырă енĕ – пуçлăхсем улшăнаççĕ, çакă хирĕçÿсĕр пулса иртет, пуçланă ĕç те вырăнта тăмасть», – терĕ Александр Капитонов, Валери Туркая ентешлĕхе чылай çул ăнăçлă ертсе пынăшăн тав туса.

Кÿршĕ районсен ентешлĕхĕсен председателĕсем те комсомольскисене саламлама килнĕ.

Шел пулин те, фронтовиксен йышĕ çулсеренех сайраланать. Акă, çак уява та тăваттăн çеç килейнĕ: П.Теплов, В.Еремеев, Р.Моисеевпа А.Галкин. П.Н.Теплов халь Шупашкарта пурăнать. Вăл хăй вăхăтĕнче Комсомольски райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ. Петр Николаевич 1942 çулта çĕршыва тăшмансенчен хÿтĕлеме тухса кайнă. Связист пулнă, рядовойран пуçласа отделени командирне çити ÿснĕ. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Теплов сержант Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, чылай медаль илме тивĕç пулнă. Пĕрремĕш наградине, «Çапăçури паттăрлăхшăн» медале, мĕнле илнине каласа пачĕ ветеран. «Великие Луки хулишĕн çапăçусем пыратчĕç. Çанталăк шартлама сивĕ тăратчĕ, 42 градус. Татăлнă линисене вăхăтра сыпăнтарса çарсене çыхăнупа тивĕçтермеллеччĕ. Çапах эпир чăтнă, çĕнтернĕ, сывă юлнă», – куççуль витĕр аса илчĕ Петр Николаевич.

Алексей Михайлович Галкин – Хирти Сĕнтĕртен. Вăрçă хирĕнче минометчик нимĕç фашисчĕсене аванах çунтарнă. Мирлĕ пурнăçра вăл çамрăк ăрăва ăс панă, Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулĕн директорĕ Пулнă. Ревокат Моисеевпа Василий Еремеевăн та тăшман пульлисен тутине самаях астивме тивнĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсене район пуçлăхĕ Г.Волков тата «Кĕтне» ентешлĕх председателĕ А.Капитонов ырлăх-сывлăх сунчĕç, парнесем пачĕç.

Хăйсен тивлетлĕ те пархатарлă ĕçĕпе чыса тивĕçнĕ учительсем пайтах пирĕн районта çуралса ÿснисем хушшинче. Вĕсен ячĕпе Комсомольскинче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Г.А.Мамуткина сăмах каларĕ, вĕрентекенсене çавăн пек сумланăшăн тав турĕ.

Владимир Краснов вара хăйĕн ĕмĕрне спорта халалланă. Вăл – спорт мастерĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ. 2008 çулта Китайра иртнĕ çуллахи олимпиадăра маунтинбайкра чăваш хĕрĕ Ирина Калентьева пăхăр медаль çĕнсе илнине астăватăр-и; Ăна çавăн пек çитĕнÿсем тума шăпах пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр вĕрентнĕ, хăнăхтарнă. Сцена çинче Владимир Николаевич акăлчанла та, французла та калаçса залри халăха пĕр култарчĕ, пĕр тĕлĕнтерчĕ.

Аслă Çĕнтерĕве халалланă концерт программи анлă та пуян пулчĕ. Районти тĕрлĕ ялта çуралса ÿснĕ, халь Шупашкарта пысăк сценăсене парăнтарнă юрăçсем пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Пĕртăван Малинасене (Хирти Выçли), Ольга Луковăпа Оксана Ласточкинăна (Анат Тимĕрчкасси), Алина Просвирновăна (Аслă Чурачăк), Николай Прокопьева (Тукай) тата Светлана Яковлевăна (Анат Тимĕрчкасси кинĕ) куракансем хапăлласа йышăнчĕç. «Урожай» колхоз председателĕ Алексей Ершов тăванлăх юррине илемлĕ шăрантарчĕ. Кĕçĕн Çĕрпÿел хĕрĕ Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» халăх фольклор ушкăнĕ, Комсомольскинчи культура кану центрĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ те юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Артисчĕсем ытла та маттур пулнăран-и, виç сехете яхăн пынă концерт пĕр самантра иртнĕ пек туйăнчĕ. Валентина Курицынăпа Геннадий Максимов уяв программине питĕ килĕшÿллĕ ертсе пычĕç.

Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тĕпленнĕ ентешĕмĕрсен çак кун пĕр-пĕрне курса чунтан калаçма та, çĕнĕ хыпарсене пĕлме те вăхăт çителĕклĕ пулчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика