АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шупашкара ентешлĕх уявне çитсе курăр

00:00 24 марта 2010 г.

Мартăн 27-мĕшĕнче, шăматкун, Шупашкар хулинче «Кĕтне» ентешлĕх уявĕ пулать. Хальхинче Комсомольскинче çуралса ÿссе республикăн тĕп хулинче, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче пухăнаççĕ.

«Кĕтне» ентешлĕх председателĕ Александр Капитонов (сăмах май каласан, ăна февраль уйăхĕнче çак ĕçе çирĕплетнĕ) каланă тăрăх, асăннă праçнике Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине тата Учительсен çулталăкне халаллаççĕ. Концертра ентеш-юрăçсем — пĕртăван Малинасем, Светлана Печникова, Светлана Яковлева, Алина Просвирнова, Николай Прокопьев тата Ольга Лукова — хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» ансамбль те праçнике илем кÿрĕ. Районтан кайнă художество пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм юрăçсем те сцена çине тухĕç.

«Ентешлĕх кунĕнче юрлани-ташланипе çеç мар, Комсомольски район пурнăçне епле лайăхлатмалли çинчен те калаçасшăн. Экономика, культура сферисене чĕрĕлĕх вĕрсе кĕртмелли меслетсем пирки калаçу пуçарни те ытлашши пулмĕ»,— терĕ Александр Петрович.

Ентешлĕх уявĕ 11 сехетре пуçланать. Тус-тăванăрсене курма, пĕр-пĕринпе калаçма, канма унта çитсе курма пултаратăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика